Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература конкурсӑн положенийӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

А) «Чӑваш халӑх сайчӗ»;
Ӑ) Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

А. Жанрӗсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сӑвӑ.
Ӑ. Тема: фантастика е фэнтези стилӗпе ҫырнӑ хайлавсем. Хайлавра, тӗп вырӑнта пулмасан та, лаша сӑнарӗ пулмалла.
Б. Калӑпӑшӗ: 1 страницӑран кая мар (12-мӗш кегель, йӗркесен хушши — яланхи интервал).
В. Шучӗ: пӗр хутшӑнакан ӑмӑртӑва хуть те мӗн чухлӗ хайлав ярса пама пултарать.

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсемпе пайланӑ:
А. 11-14 ҫулхи ачасем (6-8 кл.)
Ӑ. 14-17 ҫулхи ачасем (9-11 кл.)
Б. 18-30 ҫулхи ҫамрӑксем (студентсем)
В. Шкул вӗрентекенӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: паянхи илемлӗ хайлав мелӗсемпе тата меслечӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлни (чӗлхе илемлӗхӗ), хайлав темине уҫса пама пултарни (шухӑшӗ), сюжета йӗркелени тата хайлав аталанӑвӗн тӗп паллисене пӑхӑнни, сӑнарсене тума тата уҫса пама (содержанийӗ) пултарни. Ҫавӑн пекех хайлава хакланӑ чухне ҫак уйрӑмлӑхсене шута илеҫҫӗ:

  • сайра усӑ куракан тата кивелнӗ сӑмахсене, ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ сӑмахсене усӑ курни (вӗсене мӗн чухлӗ ытларах усӑ курнӑ — хаклав ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах);
  • хайлав калӑпӑшӗ (2 страницӑран ытла пулсан лайӑхрах хаклатпӑр).

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри прозӑпа тата поэзипе малти вырӑна тухнӑ авторсене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ.
Кашни ачана, кашни вӗрентекене ӑмӑртӑва хутшӑнни ҫинчен «ӗнентерӳ хутне» параҫҫӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӗҫсене 2010 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене inzetchuv@narod.ru электрон адреспа ярса памалла.
Ку литература ӑмартӑвне халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман хайлавсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитнӗ хайлавсем конкурса хутшӑнмаҫҫӗ. Конкурса йышӑннӑ сӑвӑ-калав Чӑваш литературин электрон вулавӑшӗнче кун ҫути курать, автор конкурса хутшӑнни вӑл хӑй хайлавне электрон вулавӑшра пичетлеме ирӗк панине пӗлтерет.
Май тупӑнсан, мала тухнӑ хайлавсене кӗнекен пичетлесе кӑларма тӑрӑшӗҫ.
Хайлавпа пӗрле авторӑн тулли ятне (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлӑ почтине ярса памалла. Вӗренекенсем хӑш шкулта (ҫамрӑксем — аслӑ шкулта) вӗреннине тата вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫине палӑртмалла. Ӗҫлекенсен ӗҫ вырӑнне кӑтартмалла.
Лаша (урхамах, тиха тата ыт. те) сӑнарӗ хайлавра тӗл пулмасан ӑна йышӑнмаҫҫӗ.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-20 19:49:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3055 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем